Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Ҫул

Ҫутҫанталӑк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫитес кунсенче Чӑваш Енре ҫанталӑк савӑнтармӗ. Раштавӑн 19-20-мӗшӗсенче юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ, ҫавна май хӑш-пӗр вырӑнта пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ҫил вӑйланӗ: ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Шупашкарта сывлӑш температури 1-3 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗнӗ рекорд пулас шанчӑк пур: 1956 ҫулта ҫак кунсенче 2,3 градус ӑшӑ пулнӑ. Раштавӑн 20-мӗшӗнче сывлӑш температури 3-4 градус таран анӗ, ҫавна май ҫулсем пӑрлакланӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ҫанталӑк мӗнлерех пулӗ-ха? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 20-28-мӗшӗсенче 8-12 градус сивӗ пулӗ. Раштавӑн 24-27-мӗшӗсенче хӗвеллӗ кунсем пулас шанчӑк пур. Ҫӗнӗ ҫул умӗн юр ҫума пултарӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче термометр 5-10 градус сивӗ кӑтартӗ. Хӗллехи каникулта кашни кун тенӗ пекех юр ҫӑвӗ, юр хулӑнӑшӗ 15 сантиметра ҫитӗ.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ чӑрӑш лартнӑ. Ӑна Собор лапамӗнче вырнаҫтарнӑ.

Хула администрацийӗн культура пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑрӑш 7 метр сарлакӑш, 22 метр ҫӳллӗш. Ӑна 2 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫак хака елкӑна илсе ҫитерни, лартни, ҫутӑсемпе илемлетни кӗрет.

Ҫӗнӗ Шупашкарта унччен те чӑрӑш пулнӑ-ха, анчах унӑн усӑ курмалли срокӗ тухнӑ, елка кивелнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61381
 

Хулара
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн

Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ачана – юратнӑ тетте» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттересси йӑлара. Кӑҫал вӑл раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пуҫланнӑ.

Тӑлӑх, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче асамлӑх парнелес килет-и? Эппин, акцие хутшӑнса ырӑ ӗҫ тӑвӑр, шӑпӑрлансене теттесем парнелӗр.

Акци пирки тӗплӗнрех пӗлес килсен Шупашкар хулин Мускав районӗн администрацине шӑнкӑравласа пӗлӗр. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 23-52-18, 23-52-33, 23-52-29.

 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

РФ Патшалӑх Думин патшалӑх строительствин тата законодательство комитечӗн председателӗ Павел Крашенников раштав уйӑхӗн 31-мӗшне канмалли кун тума сӗнет. Анчах вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакна халӗ тума май ҫук, меншӗн тесен Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме пӗр уйӑх ытла иртӗ.

Тепӗр енчен, пӗр канмалли куна раштавӑн 31-мӗшне куҫарасси пирки постановлени кӑларма пулать, анчах ҫитес ҫулхи канмалли кунсен календарьне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Ҫавна май депутат канмалли куна ҫитес ҫултан йӗркене кӗртме сӗнет.

Сӑмах май, унччен Патшалӑх Думин ку проекта пӑхса тухма сӗннӗ. Ун чухне ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле канмалли кунсен шутне нумайлатма сӗнмен.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫул ҫитиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Чылайӑшӗ уява хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкассинчи культура ҫуртӗнче Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫисем уҫӑлнӑ.

Палӑртмалла: асӑннӑ тӑрӑхра Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫисем виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлеҫҫӗ. Унта хутшӑнакансен шучӗ те ҫулра-ҫул ӳссе пырать. Ӑсталӑх лаҫҫине ҫӳрекенсем алӑ айӗнчи япаласенчен хитре япаласем ӑсталаҫҫӗ. Ав нумаях пулмасть вӗсем хутран юр пӗрчисем касса кӑларнӑ, пӗр-пӗрне тӗлӗнтернӗ.

Ӑсталӑх лаҫҫинче хатӗрленӗ япаласене вӗсем тӑванӗсемпе тусӗсене парнелеҫҫӗ, хӑйсем те усӑ кураҫҫӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсем яланхи пекех Хӗрлӗ лапамра мар, урӑх вырӑнта иртӗҫ. Пӗлетӗр пулӗ: Хӗрлӗ лапамра реконструкци пырать, ҫавна май уяв «Шупашкар: 500 ҫул» паркра пулӗ. Унтах пӑр катокӗ тӑвӗҫ, Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлӗ.

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӗп хуламӑра илемлетсе пӗтерӗҫ. Кӑҫал Граждан урамӗнче, Эгер бульварӗнче, Мир проспектӗнче, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче те илем кӳрӗҫ. Чи пысӑк тӑвайкки Лакрей вӑрманӗнче вырнаҫӗ.

«Шупашкар: 500 ҫул» парка раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне илемлетсе пӗтерӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн «Ровесник» культура ҫуртӗнче «Мистер Мороз-2020» (чӑв. 2020-мӗш ҫулхи пӗчӗк Хӗл Мучи) конкурс иртӗ.

Маларах асӑннӑ тытӑмра информаципе аналитика ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен Екатерина Осипова методист ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса пултарулла ачасене тупса палӑртас, Ҫӗнӗ ҫул ирттерессипе ҫыхӑннӑ халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас, Ҫӗнӗ ҫул уявӗн тӗп сӑнарне анлӑ сарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Ӑмӑртӑва 5-6 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен икӗ ӗҫе пурнӑҫлама тивӗ: пултарулӑха е юрласа, е ташласа, е сӑвӑ каласа кӑтартмалла. Иккӗмӗш конкурсра хитре тумтире кӑтартмалла. Урара хитре, асамлӑ ҫӑматӑ пулмалла. Конкурса хутшӑнгас кӑмӑллисен ҫакӑн пирки чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пӗлтермелле.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Шупашкарта уяв паллине вырнаҫтарасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал тӗп урамра Шӑши королева пулӗ. Яланхи пекех вӑл «Ростелеком» ҫурчӗ умӗнче вырнаҫӗ.

2020 ҫул – тимӗр шӑши ҫулталӑкӗ. Ҫавна май Шупашкарта Шӑши королевӑн кӳлепине вырнаҫтарӗҫ. Ӑна папье-машерен хатӗрлӗҫ. Ку ӗнӗпе Александр Жигарев ӳнерҫӗ тӑрӑшӗ. Кӳлепене урамра раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вырнаҫтарӗҫ.

Палӑртмалла: раштав пуҫланиччен Шупашкарти урамсене илемлетсе пӗтермелле. Тепӗр уйӑх пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшӗ йӑлтӑртатма тытӑнӗ.

 

Раҫҫейре
«Ҫыхӑнура» форум сайтӗнчен илнӗ сӑн
«Ҫыхӑнура» форум сайтӗнчен илнӗ сӑн

Ҫитес эрне ӗҫлекенсемшӗн кӗскерех пулӗ. Ку уявпа ҫыхӑннӑ. Тунтикун, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Эрнере 5 кун тӑрӑшакансем чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче канӗҫ, ӗҫе ытларикун ҫеҫ тухӗҫ.

Ҫапах хӑш-пӗр организаци уяв кунне пӑхмасӑрах ӗҫлеме тухма йышӑннӑ-мӗн. Вӗсем куншӑн Ҫӗнӗ ҫулта, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, канӗҫ. Кӑҫал вӑл ытларикуна лекӗ.

Палӑртмалла: ку эрнере, уяв умӗнхи канмалли кунсем умӗн, эрнекун кӗскетнӗ ӗҫ кунӗ пулмӗ.

 

Раҫҫейре
Раҫҫей почтин архивӗнчи сӑн
Раҫҫей почтин архивӗнчи сӑн

Раҫҫей почти ачасен ӳкерчӗкӗсен эскизӗсемпе Ҫӗнӗ ҫул открыткисем кӑларӗ. Конкурса 7-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнаяҫҫӗ. Вӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ чӑрӑшне ӳкер» конкурса ӳкерчӗксем ярса памалла. Ӑна Ҫӗнтерӳ музейӗ тата Раҫҫей почти йӗркелет.

Ӳкерчӗксен Аслӑ Ҫӗнтерӳпе, 1945 ҫулхи Ҫӗнӗ ҫулпа, ҫыхӑнмалла. Ҫавна май конкурса Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Ӳкерчӗксене жюри хаклӗ. Вӗсен йышӗнче профессионал ӳнерҫӗ-иллюстраторсем, Раҫҫей Почтин тата Ҫӗнтерӳ музейӗн ӗҫченӗсем пулӗҫ.

Заявкӑсене ҫак сайтра йышӑнаҫҫӗ: http://elkapobedy.ru/konkurs.php. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштав пуҫламӑшӗнче пӗлтерӗҫ. Палӑртмалла: ачасен ӳкерчӗкӗсен эскизӗсемпе кӑларнӑ открыткӑсен тиражӗ нумай пулмӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 30
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ